Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Илемлӗ сӑнарлӑх тымарӗсемпе хунавӗсем

2008 ҫулхи проза

Паллӑ-ха: иртнӗ ҫӗрҫуллӑх — трагедипе лӑк тулса ларнӑ ӗмӗр пулчӗ. Илер-и Г.Н. Волков академик ҫырса кӑтартнӑ аркатуҫӑ большевик И.Я. Яштайкин сӑмахӗсене: «Вся Россия усеяна трупами аборигенов... Истреблены целые народы... Бесследно исчезли племена...» («Судьба патриарха» роман). Юлашки 15-20 ҫул хушшинчи чӑваш прозинче ҫавнашкал паллӑсем раснах палӑрчӗҫ. Ҫак туртӑмӑн ӗмӗр пуҫӗнчи тата варринчи тымарӗсем паян та чӗрӗ пулнине ӗнентерчӗҫ. Сых ятне астутарам: 2008 ҫул умӗнхи, ун хыҫҫӑнхи пулӑмсене шута илмен тишкерӗвӗн, тен, пайти сахал та пулма пултарӗ, ҫавӑнпа илемлӗ юхӑмсен абрисне те пулин йӗрлемеллех. Ҫапла, ҫӗрҫуллӑх пуҫӗнченех ахрӑмланать трагеди таппи: граждан вӑрҫи, продразверстка... Каярах та чакмасть ун ӳсӗмӗ — колхозсен синкерӗ, репрессисем, вӑрҫӑ вучӗ, СССР арканни... Мӗн тӗлӗнмелли! Улталаннӑ халӑхӑн ӑнӗ чирлӗ тӑрӑма ҫитрӗ: туслӑх туслӑх мар, ҫемье ҫемье мар, пуҫ ҫӗклеми ӗҫлекенни — кулак, ӗҫлеменни — «сӑваплӑ пролетари». Ҫав пролетарисемех ҫын вӗлереҫҫӗ, юн юхтараҫҫӗ, пурлӑха мародерла ҫаратаҫҫӗ...
Халӑх, уйрӑм этем ӑнӗ вара питӗ ерипен тӑрӑлчӗ. Пулчӗ пӗр вӑхӑт: партие мухтаттӑмӑр, влаҫа шанаттӑмӑр. Соцзаказ хуҫаланатчӗ сӑмахлӑх анинче — советла чӑнлӑха каҫӑхса мухтасси, коммунизм идейине ялавлӑн ҫӗклесси. Власть тилхепине тытакансем пуш сӑмахпа янрашатчӗҫ: чап, ҫӗнтерӳ, рабочи класс, колхозлӑ ял телейӗ, общество пӗрлӗхӗ... Пурте прототипсӑр ҫаврӑмсем. Тем пек хывӑх ӑшне путарас тесен те, чӑнлӑхӗ вара урӑххинче тупӑнчӗ. «Кулак ачи» повеҫре Г. Максимов, ав, тӗрлӗ кахал йӑх-ях «колхозлӑ ял» никӗсне хывнине сӑнлать. Ячӗсемех — паспорт паллиллӗ: «Ылматкуҫ Саня» (аскӑн та ясар наян), Ӳсӗркке Куля (хырӑма тӑрантмалӑх тыр-пул пухайман ӗҫкӗҫ)... Чӗлхисем ҫинче — Ленин, Троцкий лозунгӗсем; ӳсӗр пуҫлӑн асӑхса Султановсен тыррине шӑлса тухаҫҫӗ, выльӑха хӳтерсе каяҫҫӗ, кил хуҫине вилӗме ӳкериччен хӗнесе хӑвараҫҫӗ. Районтан килнӗ полномочи те йӑр-япӑш этем, мухмӑрланӑ аскӑн. Ку чӑнлӑх, ҫук, М.Трубинан «Мучарӗнчи», К.Турханӑн «Йӑмраллӑ ялӗнчи» идили мар. Событисем ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ылмашӑнаҫҫӗ, хайлав композицийӗ темиҫе сюжет йӗрӗ «питрен пит» ҫапӑннинче ӳтленет: кил хуҫи Хусан купсипе ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнинче; ӑна, чӑваш хресченне, нимсӗр тӑратса хӑварнинче; кил хуҫи арӑмӗн упӑшкине пытарас тертлӗ чӑрмавӗнче, совет активисчӗсен пилсӗрлӗхӗнче... Полномочи ҫавӑрттарса янӑ мародерла аркату кустӑрми повеҫри пӑтӑрмахлӑх (авантюрӑлӑх) амаланӑвне вӑй парать. Унра советла пӑтӑрмахҫӑн авантюрӑллӑ психологийӗ тупӑнать. Унпа ҫумӑн вара социаллӑ психологин ытти йӗрӗсем чӑмӑртанаҫсӗ: Султановсен трагедиллӗ чун мехелӗ, ҫӗр ӗҫӗпе пилӗк авса курман кахалсен приключениллӗ хӑтланӑшӗсем... Ҫапла шахвӑртатъ автор саманан кӑкран тапакан тӳнтерӗ ҫине шак хурса.
Кунашкал психологи тӗслӗхӗ «Сталин грамоти» хайлаврах палӑрнӑччӗ ҫыравҫӑн (2005): ҫулпуҫ грамотине тивӗҫнӗ ҫын — ашшӗ-амӑшне лагере ӑсатнине те вырӑна хумастчӗ, «гениллӗ ертӳҫӗ» тенӗ пулӑма кура, ун куҫне те, чунне те шур илнӗччӗ. Йывӑрпа хӑтӑлать этем ҫав инкекрен, черетленсе пыракан вилӗм сӑнарӗсене ӑша ыратуллӑн илнипе. Ӑнланатӑн вара — ансат мар социаллӑ психологи тиевне чӗререн кӑларса ывӑтма, истори ӳпӗнчӗкӗ кӳнӗ хӗрхӳ туйӑмран хӑтӑлма.
Ҫак вӗри варкӑш уйрӑмах иртнӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑн сисӗнчӗ. «Цвет трагедии — белый», — терӗ паллӑ философ Э.Соловьев Э.Хемингуэйӑн геройӗсем темле синкер трагедире те чун ҫирӗплӗхне ҫухатманнине астуса (1970). Сӑлтавне те ӑнлантарчӗ: «ощущение внезапного перелома», «геологического сброса в истории, когда рушатся иллюзии и обнажается жестокая истина о существующем обществе», «слова, провозглашаемые от лица «нации», «прогресса»... представляют собой лицемерный язык». Г.Белая сӑмахӗ те ҫав техӗмлӗ: «состоялся не социалистический, а «черный реализм». Ҫавна кӑтартрӗ пулӗ-ҫке Хв. Уяр ун Телейлӗ Палюкӗ прогресс тенине нимӗнле те тӗшмӗртейменнине асӑрхаса! Ак хайхи! — илемлӗ сӑмахлӑхра пулӑма хирӗҫ пулӑм текен, философиллӗ контрапункт тӗвӗленчӗ: «чаплӑ», «мухтавлӑ» сӑмахсем демагоги, суя идеологи пулӑмне ҫаврӑнчӗҫ, «ҫутӑ (социализмла) реализм» ӑнлав ҫӗнӗ ӗмӗрсен чиккинчи тӗпчевсенче «черный реализм» пулса тӑчӗ. «Хура чӑнлӑх» тейӗпӗр эпир, самана шухӑшлавӗ пачах урӑхланнине кура. Тӗнче ютлӑхне, шелсӗрлӗхне ӑша хывнӑ персонажсем паян саманапа та, историпе те ҫураҫу тупаймаҫҫӗ. Колхозлӑ никӗс, ав, Султановсене ҫӗре вӑрса хӑварать. Ҫакӑн тымарӗ В.Рсайӑн «Уҫӑ хапхинчех» (1927) тарӑна кайнӑччӗ. ...Никантӑр Иванч ир-ирех хапха патӗнчен урам варне аслӑ ҫул туса юр уҫать — активистсене килме, тыррине тиесе, хӑйне тӗрмене илсе кайма. Юр нумай кӑҫал тырӑ вӑйлӑ пулӗ, калаҫса иртеҫҫӗ хӗрарӑмсем. Усси мӗнре? Пӗрех шӑлса кайӗҫ: хапха уҫӑ, ӑна 18-мӗш ҫул уҫса хӑварнӑ. Истори кукри-макри ҫӗр ӗҫченне пӑвӑртни яланлӑх тема эпппин литературӑмӑрта: продразверстка, колхозлӑ синкер, репрессисем... Общество аталанӑвӗ этем чунне ватса ҫӗмӗрме авӑрланать. Паянхи прозӑна, ҫавна кура, социографиллӗ нравописани теме пулать пулӗ; сӑнарлӑ тымарсене шутра тытсан та, ытла та пӗр сӑпатлӑ сюжетсем, пӗр тӗлӗшлӗ эпизодсем калӑпланаҫҫӗ. Л.Таллеров 2003 ҫултах заградотрядри пуҫтахсен сӑнарне хывнӑччӗ («Шеремет»). И.Тенюшевӑн «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ» романӗнче сӑнарлӑ ҫав проблема татах йӑл илчӗ, колхоз тапхӑрӗн трагедине ҫӗнӗрен авӑстарчӗ. Ак майорпа полковник диалогӗ. Полковник: «Штрафник та пирӗн пек ҫыннах. Унӑн та пурӑнас килет». Майор: «Мӗн хӗрхенмелли пур ӑна?» Психологиллӗ, социаллӑ икӗ тип калаҫӑвӗ: пӗри ҫынра ҫын курма хастарланать, тепри историн сулӑнкӑна кайнӑ урапи ҫинче. Советла пурнӑҫӑн тата тепӗр урмӑшӗ тупӑнчӗ эппин — вӑрҫӑ ҫулӗсем пиншер ҫынна ирӗксӗртен инҫе ҫула ӑсатни, ҫын шӑпине сусӑрлатни. Тенюшева уйрӑм ҫын психологийӗ кирлех те мар, социаллӑ типсен психологипе ҫырлахать вӑл. Геройсем пӗр-пӗрне улталани йӗрленет романра, тӑлӑха юлнӑ персонажсен шӑпи мала ӳкет, вилӗм сӑнарӗ, «халӑх тӑшманӗсен» ӑшӗ-чикки, чухҫӑ-сексотсен сӑнарӗсем. Уйрӑм этем историе шанма пӑрахрӗ, ӑна истори чӳпӗк вырӑнне те картмарӗ. Тӗн философийӗпе мифӗсем тата атеизм тавлашнине курчӗ автор. Хайхи, раснах публицистика вӑй илчӗ, шухӑш ҫивӗчлӗхӗ кашни детале шултралатма хистерӗ романҫӑна. «Тимӗр ҫамкасен» логики те тимӗр пек: «штафбатсен техника ҫук» — «не положено», ҫапӑҫ ал вӑйӗпе! Санитарсем те ҫук — «не положено». Шантӑр-и вара кун пек ҫын историе?! Тенюшев колхоз синкерӗ патне те пырса тухать: пӗр сӑмах ҫеҫ персе ярать герой ӑнсӑртран — вара вӗҫрен паспорт улӑштарать, вӑрманта тарса ҫӳрет. Ял-ялӗнче — власть хӳрешкисем, чухҫӑсем. Самани тискер сӑпатлӑ: кулаксем, штрафниксем, лагерь ҫыннисем, шур офицер пулнисем, вӗсене хирӗҫҫисем — сексотсем, штрафбат командирӗсем, влаҫри «тимӗр ҫамкасем»... Ку — власть пӗр халӑха ятнех тӗрлӗ сийсене пайланин тӗслӗхӗ. Ав мӗне кура шаймӑклӑх (приключени), авантюрӑллӑ стиль вӑй илет, хире-хирӗҫлӗхе паркалантаракан антитеза хывӑнать. Руслан Львович халӑх историйӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн, уншӑн ӑна кирпӗч шутлама ӑсатнӑ. Истори нациллӗ пулмалла мар иккен — «не положено». Тӳррипе татӑклӑ калас тӑк, ҫапла та: хушӑран тавлашуллӑ ҫак сценӑсем, вӗсен антитезӑлӑхӗ литературӑллӑ кӗрешӳ еннелле мар, политикӑллӑ тытӑҫу еннелле те сулӑнать пуль. Сӑнарлӑх вырӑнне политика тӗпе килет (Л. Таллеров «Тункӑсла выляни»; А. Волков «Вӗҫленеймен тавлашу» т.ыт.те). Символ пулас сӑнлӑхсем ситрен-хутран ансат аллегори картне анаҫҫӗ, герой хыҫа юлать, ун вырӑнне каласа паракан ҫын йышӑнать.
Хӑй вӑхӑтӗнче А. Артемьев «Симӗс ылтӑнра» Актаев нимӗҫ тыткӑнӗ, совет лагерӗ витӗр тухнине тӗсенӗччӗ. Яла таврӑннӑ тертҫӗ — ӗҫ хастарӗ пулса тӑрать, Чехословакие кайма тивӗҫет. Паянхи вулакан ӗненмӗ: ярӗҫ-ши Актаева чикӗ леш енне?! Ак Юхма Мишши «Куккук куҫҫулӗ» романра та ҫавнах йӗрлет пек. Синкер сыпнӑ самана Алипай чӑваша, арӑмӗнчен уйӑрса, инҫет Германие ҫитерет! Ялта ачи пур ҫинчех Эльзӑпа пӗрлешме, совет салтакӗсене хирӗҫ тӑракан ывӑл ҫураттарма тивет ун. Ӗмӗрне ютра ирттернӗ ватӑ тӑван ҫӗре таврӑнать, службистсен аллине лекет. Историе Алипая килтен хӳтерни ҫитмен, ватлӑхра уншӑн тата тепӗр терт хывӑнать. Романа ҫыравҫӑ психологи мелӗпе, лирикӑллӑ интонаципе хайланӑ драматизмлӑ событисем ҫине таянтарнӑ. XX ӗмӗр тӳнтерӗ куҫ умне тухать, саманапа этем тапӑҫӑвӗнчи персонаж хӳтсӗрлӗхӗ тӗрлӗ енчен сӑнланать. Ҫавӑнпа пуль хӑш-пӗр прозаик пӗтӗм ӗмӗре явса илсе сӑнарласшӑн: Л.Таллеров («Шеремет», 2003), З.Нестерова («Арҫынсем те макӑраҫҫӗ», 2004).
2008 ҫулхи проза та историн чи кризислӑ авӑкӗсене сӑнарлама пикенчӗ. Пурӑнан пурнӑҫӑн тӗлсӗрлӗхӗ, ниме пӗлтерменлӗхӗ тухрӗ куҫ умне. Л.Таллеровӑн «Тункӑсла выляни» повеҫӗ кӑсӑк. Правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗ таран «ҫитӗннӗ» Савадеров — пушанка ертӳҫӗ кӑна унӑн бюрократла хӑтланӑвӗсенче влаҫра тӑмалӑх чӗптӗм хевте ҫук. Пӗтӗм ӗҫӗ те шаблонлӑ докладсем ҫырасси, тахҫанах тӗссӗрленнӗ текстсене ҫӗнӗ цифрӑсем кӗртнипе ҫырлахасси ҫеҫ ӗнтӗ. Мӗштӗркке те чирлӗ старик кӑна ҫак герой, пӗрех, тем пек айӑпа кӗрсен те, пуҫлӑх картлашки ҫинчен анмасть. Повеҫе писатель тӗрлӗ геройсем, лару-тӑрусем ҫамкаран ҫамка ҫапӑннин мехелӗпе калӑпланӑ. Бюрократсене кӑмӑлламан ҫамрӑк Артур повеҫре Савадеровпа, йӗксӗк чунлӑ Елизарпа (Савадеровӑн кӗрӳшӗ пулнӑскерпе) контрастлӑ. Елизарӗ Артура пӗр йӳтӗмсӗртен тӗрмене хуптарать, Савадеровӗ, Артурӑн тӳрӗ чунлӑ сӑмахне кура, вӑхӑтлӑха ӗҫрен тухса ӳкнӗ пек пулать... Шурлӑх пек йӳҫлӗ лару-тӑру Артуршӑн мар, республика шайӗнчи ӗҫе пӑрахса яла куҫать вӑл. Пӗтӗмӗшле илсен, композици тытӑмӗ Лена ятлӑ хӗр ҫинче тӑрать. Аслӑ шкула вӗренме кӗрейменскер, майӗпен правительство ҫуртнех машинисткӑна вырнаҫать хӗр, унти тӑкӑс лару-тӑрупа майӗпен паллашать. Ку вӑл — остранени («странный» сӑмахран) мелӗ: Ленӑшӑн тӗрлӗ пулӑм, геройсем, ӗҫ-пуҫ — пурте ҫӗнӗ, пурте тӗлӗнмелле. Пӗрлех, кулӑшла та — Савадеров килте «чирлесе» выртни те, вӑлах машинкӑпа ҫапнӑ хутсене пӑхса «таса, таса-а» тесе мухтани те, Савадеровӑн аскӑн, ашшӗне картман хӗрӗсем те, ҫурма ҫапкаланчӑк Елизар та... Ҫакна ырламасӑр тӑраймӑн — илемлӗ публицистика ҫӗнӗ анана кӑпкалата пуҫларӗ.
Чӑн, власть ҫыннисене сӑнлани теплерен публицистика, тавлашулӑх авӑрне путса, сӑрсене ытларах та ӳстерет пулӗ, анчах та ӗнте ку илемлӗхӗн хӑйле саккунӗсем пур. Ӑна хальхи литературӑн пер турачӗ тейӗпӗр. Тепри те пур: «ахаль ҫынсен» кулленхи хутшӑнӑвесене сӑнласси, ҫемье, юрату сӑнарӗсене тӗпчесси, харпӑрлӑх (хваттер, укҫа...) нуши-хурине тишкересси, этем хӑйне уйрӑм ҫын пек мар, обществӑри социаллӑ тип пек ӑсланине асӑрхасси (герой хӑйне пӗчӗк ҫын пек курни, кӗвӗҫӳпе хӗрсе пурӑнни т.ыт.те). Сӑмахлӑх анин ҫак лаптӑкӗ шупкарах сӑнарлӑ хайлавсемпе ҫырлахрӗ, час-час сюжет тилхепине ирӗксӗрлени, кӑрт-карт турткалани курӑнчӗ, композици ӑшӑхлӑхӗ палӑрчӗ. Ҫитменнине, прозаиксем, кар тӑрса тенӗ пек, ҫынсем унччен тӗшӗленӗ коллизисенех сӑнарӗҫ, хушӑран «пӑта ҫине пӑта ҫапрӗҫ» (П.Хусанкай). Ку ӗнтӗ — власть лаҫҫине-кухнине ахаль ҫын куҫӗпе курни пулчӗ. Малтан коммунизма ырланӑ бюрократсене перестройка та, КПСС арканни те витереймест; этем чунне ваклакан-тӗпретекен историпе ҫав-ҫавах ҫураҫуллӑ вӗсем.
Власть «лаҫҫинче» тӑрмашакан «ӗҫченсем» С.Павлов романӗсенче тӑтӑш курӑнкалаҫҫӗ. Сноскӑна антарас техӗмпе каласан, синкретикӑллӑ жанр мар-и? Повесть паллисем те палӑрсах тӑраҫсӗ унта. И. Золотусский шухӑшӗ кӑсӑк: «современной прозе не дается роман». Тӗлӗнмелли ҫук: публицистикӑн хӗрӳ варкӑшӗ хайлав жанрне роман анлӑшне сарма парасшӑн мар. Риторикӑлла тенӗ пекрех хивре сӑмах кӗскелӗх ыйтать. Ҫакӑ та пур: 60-80 ҫулсенче проза аталанӑвӗ обществӑпа истори пулӑшнипе мар, вӗсене хирӗҫленипе вӑй илсе пынӑ. Тата тепӗр сӑлтав Г.Белая тӗпчевҫӗ шухӑшӗнче палӑрать: «В панорамных романах... философии истории не было — ее заменила коллективная идеология» (1991). Историпе уйрӑм ҫын хушшинчи ҫыхӑнусем вара публицистикӑна истори философине тупас ҫул ҫине тӑратаҫҫӗ. Каярахри ҫулсем пушшех те. Павловӑн «Шуҫлак ҫулӗ» те ку туртӑмсене сивлемест. Влаҫпа уйрӑм ҫынсен хутшӑнӑвне, вӗсен «шӑшилле хӗвӗшӗвне» уҫҫӑн тӗшӗлет писатель. Пултаруллӑ Герман Платов шӑпи ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ: ӳт-пу ыйтнине тивӗҫтерменшӗн тарӑхнӑ Гаврилова Германа ӗҫрен хӑтарма ҫирӗп тӑнипе, «Республика» хаҫатӑн редакторӗпе, икӗ питлӗ Двойновпа, т.ыт.те. Платовӑн тӳрӗ кӑмӑлӗ, вӑл пурнӑҫа ҫӗнӗлле курма тӑрӑшни хӑш-пӗрне ҫырлахтарайман. Апла пулин те, хуҫӑлмасть, тивӗҫӗнчен пӑрӑнмасть, ҫӗнӗрен кӑткӑс ӗҫе пуҫӑнать... Эппин, влаҫра та чыса тӗппи сутса яманнисем пур-ха, вӗсем пулӑшни Платова та пит ал майлӑ. Унччен-и-ха, ҫапла пулнӑ вӗт! — кӑшт йӑнӑш тусан «оргпӗтӗмлетӳсем» пуласса кӗт, «влаҫа пӗр клан ярса илнӗ те — хӑйсен ҫыннисене ҫеҫ ҫӳлелле сӗтӗреҫҫӗ», «должноҫсене сутӑн илеҫҫӗ», «ыттисенчен урӑхларах пулас текенсене ҫул паман», «влаҫа тӗкӗнме юраман», «колхоз председателӗсене суйласа тиркенӗ», «бюро членӗ тӗк — ан та ҫулӑх»... (Г.Максимов. «Вӑхӑта парӑнман юрату»). Шӑп ҫак лару-тӑрӑва тӗплӗн тӗшӗлет те Павлов карьеристсенчен писнӗ Платов шӑпи урлӑ.
Истори тапхӑрне кунашкал тӗпчени сӑнарлӑ, социографиллӗ нравописани хывӑннине систерет, литературӑн ӳсӗмлӗ шыравӗсем ҫине тӗллесе кӑтартать. Прозаиксем хӗрӳ ыйтусем лартни, публицистикӑн ҫивӗч еккине парӑнни, сӑмахлӑх ҫӗнӗ ҫулсем шыранине кӗретлет. Влаҫпа этем, историпе этем тупӑшӑвӗ кӑна мар, куллен-кунхи пурнӑҫ екки-ӗлки те ҫаплипех хура, синкерлӗ. Чакан пек ахӑрса «ешерет» пилсӗр ӗҫ-пуҫ ани, наркӑмӑшланать кулленхи пурнӑҫ юр-варӗ — квасакран та квасак вӑл. Ылмат куҫланнӑ, пуҫ чиккӗн тӑнӑ самана вӑрӑма тӑсӑлнӑ калу, публицистикӑшӑн тупнӑ хушма пӗлтерӗшлӗ сюжет патне илсе тухать. Таллеров повеҫнех илсен — Артурӑн тантӑшӗ Орест, Артурпа пӗрле усравра пурнакан Илле, ярмарка сценисем... — кирлӗ-ши вӗсем? «Таса, таса-а», — тет Савадеров, ҫук, ҫук, сисӗнмест пурнӑҫ тасални. Ҫав-ҫавах — шурлӑх, лачака, йӳҫлӗх.
«Турӑ алӑкӗ» повеҫре Д.Гордеев та вак сӑмахлӑ сюжета иленчӗ, ӑна йӳтӗмсӗртен тӑсса кайрӗ. Кунашкалли ун «Анаталла-тӑвалла», «Шӑрҫа пуҫлӑ ҫӑпата» пек повеҫӗсенче те палӑратчӗ. Ҫыравҫӑ сӑмахӗ, ялан тенешкел, тӗлӗкри пек геройсем тавралла сыпӑнатчӗ. Ак «Турӑ алӑкӗнчи» Манефӑн та пӗр чӗптӗм ҫине тӑрулӑх ҫук. Пурнӑҫӑн унран килмен юхӑмне лекнӗ вӑл. Сюжетра пачах палӑрмасть ун «ӗҫлӗ»' екки. Сӑнарлӑ ӗҫ-пуҫ героиня пирки каласа паракан калуҫӑ аллинче! хывӑнать. Ҫӑлӑнӑҫ идеалӗ шырас тӗллев, хайхи, героя пачах шута илмест. Ав Регина ятлӑ усрав хӗр тӗпрен чыссӑр: Манефӑн хваттерне те туртса илет вӑл. Лешӗ вара хирӗҫлемест, йӑлтах чӑтма ҫеҫ тӗв тӑвать. Ҫӑлӑнӑҫӗ автор аллипе тенӗ пек килет — Регинӑна тӗрмене хупаҫҫӗ-мӗн, ҫавӑнпа хваттерне тавӑрса парать вӑл. Унччен Д.Гордеев фатализмӑн ҫӑлӑнӑҫсӑр картине илешнӗччӗ: аслӑрах ачасем кӗҫӗннисене бензин сапса ҫунтаратчӗҫ ун («Ҫич ҫунатлӑ курак»), ӑсран тайӑлнӑ карчӑк тин ҫуралнӑ пепкене ҫӳп-ҫап ещӗкне кӑларса ывӑтатчӗ («Хуп хушшинчи ҫылӑх»). Пурнӑҫ малашӗ ҫукчӗ ку хайлавсенче. Ҫак мехел ывӑнтарчӗ пулмалла писателе, ҫӑлӑнӑҫ идеалне Турӑ уҫса хунӑ алӑкра шырама пикенчӗ вӑл.
Пушанка сюжетлӑ, вак сӑмахлӑ «Ют ял ачи» повеҫре А.Аслут та ҫӑлӑнӑҫ чиркӳ сӑвапӗнче тупӑнасса шанчӗ... Владислава, сӑлтавсӑртан тӗрмене ҫакланнӑскере, Сталин тамӑкне лекнӗ Иннокентий манах пулӑшать иккен. Ӑна чиркӳ ӗҫне кӳлӗнме хистет. 2009 ҫулта ҫапӑннӑ «Ҫылӑх» повеҫӗ те ҫав тӗлӗшлӗ Аслутӑн. ...Коммунистла хастарлӑх Хӑвашур ялӗнчи Йӑвана чиркӳ хӗресне ишсе антарма хӑпартса ярать. Ҫавӑнтанпа ун йӑхӗ ҫине тиеннӗ ҫылӑхсен сӑнчӑрӗ сыпӑнать: 1) Йӑван ҫӗҫӗ тӑрне пулать, 2) арӑмӗ намӑсланса вилет, 3) ывӑлӗ ҫартан таврӑннӑ-таврӑнман типсе хӑрать... Ашшӗ килне халь мӑнукӗ (Якку) хӑт кӗртет, ялта чиркӳ лартма вӑй хурать. Йӑх ҫылӑхне каҫарать, апла пулсан. Анчах Йӑванра ҫеҫ-ши ҫылӑхсен черечӗ амаланни? Якку арӑмӗ, Мальва, упӑшки пур ҫинчех ытти арҫынсемпе явӑҫнӑ, нимӗҫсемпе ерӗшнӗ. Арӑмӗн йӗксӗк ывӑлӗпе мӑшӑрӗ Яккӑвӑн ялти ҫуртне ҫунтарса яраҫҫӗ. Пенсие тухнӑ Якку, хваттер сутап тесе, авантюриста ҫӗр пин тенкӗ тыттарать. Ҫӑлӑнӑҫ! идеалӗ тупса пӗтерӗ-ши апла герой?
Тепӗр тӗслӗх, Г.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юратӑвӗ». Культура министрӗн ҫумне ҫитнӗ Владимир тахҫан хӑй савнӑ Нина патне 40 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлама персе ҫитет. Унпа вӑл шкул ҫуртӗнчех! ҫывӑхланать. Ҫавна сиснӗ упӑшки Шӑрка Кери (каллех калаҫакан! хушамат) пӑшалтан персе Нинӑна вӗлерет, Владимира амантать. Ӑнӑҫсӑр шӑпаллӑ Владимир чиркӗве ҫул тытать, икӗ ҫурта лартать. Анчах синкер ӗҫ-пуҫ вӗҫленмен иккен. Ҫуртасем хире-хирӗҫле ӳпӗнсе| сӳнсе лараҫҫӗ. Чӑнах та, интрига хӗрӗвӗ чакмасть повеҫре: Сочине тарса кайнӑ Владимир ӑнсӑртран кӗмсӗрт Шӑрка Кери хӗрепе, Ольӑпа паллашать, унпа ҫылӑха кӗрет. Кӗҫ тата тепӗр хаяр хыпар ҫитет: Володьӑн малтанхи арӑмӗ ракпа аптрать-мӗн. Вӑл та ҫӗре кӗрет... "Таса, таса-а", — тетчӗ Савадеров. Володя та тӑтӑшах чиркӗве ҫӳрет, анчах тасипех таса-ши вӑл? Пӳрнӗ-ши ӑна ҫылӑхран хӑпма, ҫӑлӑнӑҫ идеалӗ тупма? Калу ӳсӗмлӗн аталанать Максимовӑн. Персонажсене малтанах тулли хак парать ҫыравҫӑ. Шӑрка ая ярса пурӑннӑ иккен, ялта хисепре пулман, Володя — чунӗпе таса та ҫирӗп... Сюжет аталанӑвӗнче ҫак характеристика туллиленет, тарӑнланать, тивӗҫлӗ композици аталанӑвне сӗтеклентерет. Авторсен иккӗшӗн те композици никӗсӗнче — анлӑ аллегорисем. «Кулак ачи», «парӑнман юрату» тенисем Максимовӑн стильпе поэтика шӑнӑрӗсем пулаҫҫӗ, сюжета чӗр сӗткен параҫҫӗ. Аслутӑн «ют ял ачи» сӑнлӑхӗ интригӑшӑн ҫеҫ ӗҫлет. «Ют ял ачи» формулӑна халӑх юрринчен илнӗ писатель («эп ют ял ачипе калаҫнӑшӑн...»), повеҫе лирикӑллӑ сӗм кӗртесшӗн пулнӑ. Ҫапах сюжет тилхепи пушанка Аслут повеҫӗсен. Композици шӑнӑрсӑр, калу тӑскаланчӑк.
Хальччен каланинчен ҫакӑ паллӑ: сӑнланнӑ пурнӑҫа хура чӑнлӑх лагерь, тӗрме, вилӗм, пушар, ултав сӑнарӗсем патне ҫитерет. Л.Маяксемӗн «Хуҫӑлман хуллинчи» Улю, калӑпӑр, Натоль Доброва тӗрмерен те кӗтсе илме шантарнӑ. Ҫук, кӗтсе илеймен, пулчӗ-пулмарӗ Траккана качча тухнӑ. Халӗ Улю активистка та, ӑслӑ та, пӗрех мӑтьӑк упӑшкин патакне ҫисе пурӑнать. Максимовӑн асӑннӑ Нини те Володьӑна шантарать, анчах мӗштӗркке Керӑна качча каять. Аслутӑн Индири те («Ют ял ачи») Владислава кӑмӑллать, кун-ҫулне вара урӑххипе ҫыхать... Чылай повесть-калавра теветкеллӗ ӗҫ-пуҫ хайланать — «Кулак ачинче» вӗҫрен-вӗҫ пӑтӑрмах сӑнчӑрланать, «Ют ял ачинче» пушар ахрӑмӗ тӑтӑшланать. Ӑна Кислов милиционер ывӑлӗ кӑларнӑ, айӑпне Владислав ҫине йӑвантарнӑ. Маяксемӗн «Хуҫӑлман хуллинчи» пушар та ҫав сӑпатлӑ: айӑпсӑр Доброва учительсем те, колхоз председателӗ те, Фемида ӗҫченӗсем те хӳтӗлеймеҫҫӗ, тӗрлӗ йӑх-яхах ҫӳлте, вӑйра. Шӑрка Кери, Кислов милиционер ывӑлӗ, мӑтьӑк Тракка; штрафниксене кӑмӑлламан майор, шурлӑхлӑ лачакари Савадеров — шӑп ҫавсем ӗнтӗ пурнӑҫ пӑрнӑҫне тытса пыракансем. Пӗтӗм проза ещӗклӗ пӗр композици патне туртӑннӑн туйӑнать. Пӗрешкел лару-тӑрусем, пӗр сӑпатлӑ геройсем, пӗр тӗлӗшлӗ сюжетсем, тӑтӑшах тӗл пулакан час-часах сӑнланнӑ хирӗҫ тӑрусем хывӑнаҫҫӗ. Ырламалла-и куна? Пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑни ан пултӑр тесе, прозӑн, тен, ытти ҫулсем шыраса пӑхас. Ҫӑлӑнӑҫ идеалӗ патне пырас кӑмӑл, тен, шӑпах ҫавна пӗлтерет.
Ҫӑлӑнӑҫӗ тӗрлӗрен хальхи прозӑра. Р.Чепуновӑн вак сӑмах сулӑнкине кайнӑ «Вӗлтрен кайӑкӗ» повеҫӗ ак. ...Роксана Петровна хайлав пуҫламӑшӗнчех вилсе (!) выртать — ун пурнӑҫ хакӑлӗ те, малашлӑхӗ те сӳннӗ. Тӗлӗнмелли ҫук — амӑшӗ ӑна хӗр пуҫҫӑн ҫуратнӑ, Роксана — хӑй хӗрне, Лирӑна. Акӑ вӑл ещӗклӗ композици. Пӗр йышши эпизодсем хутламланаҫҫӗ, анчах ҫӗн пӗлтерӗш тупаймаҫҫӗ. Мӗн пур Роксана Петровнӑн? Ачи ютран, пурнӑҫӗ юрлӑ, намӑсран тарса, таҫти-таҫти ялта пурӑнать, тӑван килӗ те ҫук... Хевтесӗр, тымарсӑр пурнӑҫ. Авторӗ урӑха ӗнентересшӗн: Роксана хӑй чысне «таса»! упранӑ, пӗр йӑнӑшшӑн пӗтӗм шӑпипе тӳленӗ. Апла хура трагедие щурӑ («цвет трагедии — белый») тумалли ҫул-ши ҫакӑ? Аслӑ философ Платон калани аса килет. Чун вилӗмсӗр пулас пур — усал ҫынна мӗнле ырлӑх пулӗччӗ. Анчах вилекен ӳтрен уйрӑлакан чун усал ҫынна та кӑмӑла юсама хушать. «Таса, таса-а» теесси, эппин, ансат мар. Ав мӗншӗн ҫав ҫул ҫинче вилӗм ахрӑмланать, лагерь нуши, тӗрме терчӗ.
Ҫылӑхран хӑпасси, ҫитменнине, вуншар ҫула тӑсӑлать, тӑртаннӑ асапра пухӑнать. А.Казановӑн «Тӑмха» калавӗнчи икӗ ватӑ кун-ҫул веҫнелле кӑна тупаҫҫӗ вуншар ҫула тӑсӑлнӑ таса юратӑвне. Индирӑпа Владислава та ҫулланнӑ тапхӑр кӑна ҫитерет «таса» юрату патне. Хв. Агиверӗн «Йӗпхури сасӑ» калавӗ те ҫав сӗмлӗ — юратӑвне ҫухатнӑ арҫын ҫуллансан тин тепӗр хӗрарӑмпа телей тупать. Апла тӑк ҫӑлӑнӑҫ идеалӗ юратура та йӑлтӑрать. Ку вара литература пӗр вырӑнта тӑпӑртатасшӑн маррине систерет. Кризис ҫине кризис купаланни, апла пулсан, историллӗ пулӑмсен хаярлӑхӗнче, влаҫӑн ӳпне сӑнарӗнче кӑна мар, ҫемьен кулленхи пурнӑҫӗнче те, юратури тӗрлӗ самантсенче те хывӑнать. Ҫак туртӑм литература хура чӑнлӑхран писме тӑрӑшнине кӑтартать. Проза апла этем шӑпин драмӑлӑхне, трагикомизмне философиллӗн ӑсласа илме хыпӑнать. Этем этеме ӑнланни, ҫынпа ҫын пулма пӗлни пӗлтерӗшлӗ паян. Ку енчен В.Петровӑн «Ҫыру» калавӗ паха. ...Улине кинемей уяв кунӗ ялан ир тӑрать, автан пусса пӑшӑхлать, кӳршӗсем патне утать — ҫыру вулаттарма. Ӑна ывӑлӗ янӑ пулать. Ял-йыш пӗлет — ҫырӑва хӑйсен ялӗсемех хӑрталанӑ, анчах никам та ним те шарламасть. Ӑнланаҫҫӗ: этеме ҫӑлӑнӑҫ кирлех.
Е.Нарпи сасси шанӑҫлӑ: герой сисӗм-туйӑмне шалтан туять автор. Ҫакна ун «Троллейбус майри» калавӗ ӗнентерет. Ниҫталла мар таҫтапла ӗҫе вырнаҫнӑ Маруҫа пысӑк чунлӑ хӗрарӑм темелле пек. Темле йывӑра та чӑтать, хӑйне хисеплет. Кун каҫипе тем те илтсе кӳренет, пӗрех, кӑмӑлне хытарать. Калавӑн чӑн тӳпи — салона тӑкӑс шӑршӑ саракан бомж пырса кӗни. Ун упӑшки пулнӑ Арҫук иккен. Ӑна курса унпа уйрӑлнӑ Маруҫ сасартӑк чунпа улшӑнать, упӑшкине киле чӗнет. Ку — Гогольле мел темелле: Маруҫ хӑйне хӑй хальччен курман енчен асӑрхать. Кӑрарах пулнӑ вӑл мӑшӑрӗпе, уйрӑласси патне ҫитернӗ ӑна. Ҫӑлӑнӑҫӑн тата тепӗр тӗвви хывӑнчӗ эппин — этем хӑй умӗнчи яваплӑха туйни. Ку та ансат ӗҫ мар, ӑна туйма та драмӑпа трагеди витӗр тухмалла. Тата тепӗр сӗвем — хӑй вӑхӑтӗнче хайлавсенче тин ҫуралнӑ ачана кӑларса ывӑтни, пӑрахса тарни тӑтӑш тӗл пулатчӗ (Л.Маяксем, Хв. Агивер шыравӗсем). Халӗ ӑнсӑртран тупӑннӑ ачасене усрава илекенсем йышланчӗҫ (Д.Гордеев, Л.Таллеров ҫырни-туни). Апла шанмаллӑхӗ пур-ха: пурнӑҫ малашӗ пепкесенче пулнине ӗненекенсем хастарланчӗҫ, тӳнтере ҫаврӑннӑ обществӑна тиркесе ларасси ерипен чакать.
Ҫакӑн пек курӑнчӗ мана 2008 ҫулхи проза анинчи каҫалӑк, ун умӗнхи, унӑн малашнехи туртӑмӗсем. Ӳлӗм ҫыракансем тата расна шухӑш калӗҫ, суха кассине самай тарӑнрах ярӗҫ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-06-07 19:57:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5863 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем